Архипов Дмитрий Архипович
Курӑнакан калӑплав
Архипов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Архипов Дмитрий Архипович — прозăçă, очерксен авторĕ. 1868 çулта (кунĕ паллă мар) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Çĕнĕ Чулкаç (халĕ Çăкаллă Явăш) ялĕнче çуралнă. 1939 çулта Алма-Ата хулинче вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенсен шкулĕнче вĕреннĕ. Сарăту кĕпернинчи Хвалынск уесĕнчи Шималаково ялĕнчи чиркӳ приххучĕн шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Çавăн пекех çав ялтах вырнаçнă Андреевăн арçынсен малтанхи училищинче вĕрентнĕ.
1898 çулта Палестинăна кайнă. Каялла килнĕ май Турцире пурăнакан тăванĕсем патне кĕрсе тухнă. Вĕсемпе тĕл пулни çинчен «Константинопольти чăвашсем» ятлă очерк çырнă. Вал очерка 1903 çулта Хусанта уйрăм кĕнекепе пичĕтленĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Родионов В. Г. Чăваш литератури. XVIII — XIX ĕмĕрсем. — Шуп.: 2006. — ISBN 5-7670-1463-9
- Юхма Мишши. Турцири чăвашсем. // Самар ен, 1996, çурла, 17. — 3 С.
- Юхма Мишши. Дмитрий Архипов, природный чуваш.(ĕçлемен каçă) — Çăлкуç: Источник: Советская Чувашия 12.02.2014 11:10
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |