Казахстан ялавĕ
Салем 2022
Ӑнлантарӑвӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялав тӳрӗ кӗтеслӗ пусма пек курӑнать. Тӗсӗ синкер. Варринче хӗвел, хӗвел айӗнче ӑмӑрт кайӑк вырнаҫнӑ. Ялав патакки патӗнче ҫӳлтен аялалла хӑю сарлакӗшлӗ халӑх орнаменчӗ вырнаҫнӑ. Орнаментчӗ, хӗвелӗ тата ӑмӑрт кайӑкӗ ылтӑн тӗслӗ. Сарлакӑшӗ ҫуллӗшне 2:1 пек пайланать.
Пӗр тӗс — Казахстан халӑхӗн пӗрлӗхне кӑтартать. Сенкер тӗс вара тӗрӗк халӑхӗсен тӗсӗ шутланать. Ялав ҫинче вӑл вӗҫӗ хӗррисӗр тӳпене, ҫавӑн пекех килӗшсе пурӑннине, лӑплӑлӑха тата пӗрлӗхе катартать.
Хӗвел — пӗтӗм чӗр чуна пурнӑҫ паракан, ҫавӑнпа та вӑл пурнӑҫ паллине кӑтартать. Куҫан халӑх вӑхӑта хӗвел тӑрӑх пӗлет. Геральдика саккунӗ тӑрӑх хӗвел пуянлӑхпа ҫитлӗхе кӑтартать. Ҫавӑн па та пур 32 хӗвел пайӑрки те тырӑ евӗрлӗ.
Амӑрт кайӑк куҫан халӑхшӑн уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ӑна ялав ҫинче ӳкересси кунта пурӑнакан халӑхсен тахҫанах йӑлара пулнӑ. Хирте пурӑнакан халӑхшӑн ку ирӗклӗх палли, тӗлленӗ тӗл патне туртӑнасси, малашлӑха вӗҫесси. Тапӗр енчен илсен ӑмӑрт кайӑк вӑйлӑ кайӑк шутланать, кам-та кам малашлӑха утма чӑрмантарать, ҫавсенне пурне те хирӗҫ тӑма пултарать. Ӑсӑрт кайӑк силуэчӗ Казахстан халӑхӗ тӗнче цивилизациĕн ҫӳллӗшӗ хӑпарасси тӗллевне кӑтартать.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Казахстан гимнĕ
- Казахстан гербĕ
Актау