Франксем
Франксем (franci), — анăçри герман йăхĕсен пĕрлешĕвĕ. Пĕрремĕш хут вĕсене 242 çулта асăнаççĕ. Çыраканĕ Анат Рейн çывăхĕнче пĕр ушкăн Галлине пырса кĕни пирки çырать, вăл ушкăна VI легион трибунĕ Аврелиан çапса аркатни пирки пĕлтернĕ. Сăмах май, кайран вăл трибун император пулса тăнă.
«Франк» термин мене пĕлтерни пирки историксемпе филологсем халичен те тавлашаççĕ. Пĕрисем франк сăмах тымарĕ «çапкаланса çӳрекен», «çухалса çӳрекен» тан тесе шутлаççĕ, теприсем вĕсемпе килĕшмеççĕ, «хастар», «маттур», «хăраман» сăмахсемпе çыхăнтараççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара «мăнаçлă», «чаплă» пĕлтерĕшлĕ пулнă теççĕ, тăваттăмăшĕсем — «тискер», «хаяр» сăмахсемпе танлаштараççĕ.
Икĕ ушкăна уйăраççĕ: салис франкĕсене, тата çыран франкĕсене (рипуар франкĕсем).
III ĕмĕрпе IV ĕмĕр пуçламăшĕ хушшинче ку терминпа герман йăхĕсене палăртнă: хаттсене, хамавсене, тенктерсене, бруктерсене, марссене, сугамбăрсене, т. ыт.
481 çулта Франксен патшалăхĕ йĕркеленет. Вăл çул астул çине Хлодвиг ларнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|