(Translated by https://www.hiragana.jp/)
TISUS — Википеди Контент патне куҫ

TISUS

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

TISUS (Test i svenska för universitets- och högskolestudier, Университетсемпе Аслă шкулсенче вĕренес умĕнхи швед чĕлхи тесчĕ), — стандартланă швед чĕлхи экзаменĕ. Мĕнле ирттернинче вăл TOEFL акăлчанла экзамен евĕрлĕ. Ют çĕршывсенчен килнĕ студентсем Швеци университечĕсенче вĕренме пуçланас умĕн ку TISUS тумалла.

Мĕнле ирттерни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку экзамена хутшăннăшăн укçа тӳлес пулать. 2006 çулхи çу уйăхĕнче ку 1600 швеци крони тăнă. Тест 7 аслă шкулсенче ирттереççĕ, çулталăкра икĕ хут, тăтăшах çупа упа уйăхĕсенче.

Вăл 3 пайран тăрать:

  • läsförståelse (Вуланине ăнланни)
  • skriftlig färdighet (Çырма пĕлни)
  • muntlig färdighet (Калаçма пĕлни)

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсене çыранă май тăваççĕ. Виççĕмĕш пайĕ - калаçу. Ун чухне ик-виç тĕрĕслекенни ик-виç тест тăваканннипе калаçаççĕ. Калаçас темăсем тест пуçламăшĕнче суйласа илнĕ. Кунта пĕлтерĕшли фактасен пĕлни мар, калаçу ирттерме пĕлни.

Тест хыççăн тест тăвакан godkänd (иртнĕ, илнĕ, лайăх, зачет) е underkänd (иртмен, илмен, çитмест, незачет) илме пултарать. Тĕпленрех баллсем çук. Ăнăçу пулмасан, godkänd илмешкĕн çитес тест вăхăтĕнче каллех тума пулать.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Урăх çĕртре кăтартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]