Арамей чĕлхисем
Араме́й чĕлхисем (арам. ܐܪܡܝܐ Ārāmāyâ) — семит чĕлхисен ушкăнĕнчи чĕлхесем.
Аваллăхра арамей чĕлхи Çывăх Тухăç территоринче лингва-франк рольне тытса пынă, Палестинăра Иисус Христос пурăннă вăхăтĕнче пуплев чĕлхи шутланнă. Халĕ тĕнчере çак чĕлхепе усă куракан вырăн — Маалюля (Сири) ялĕ.
Арамейсем тесе аваллăхра паянкунхи Сири территоринче юркăнласа çӳренĕ анăç семит йăх ушкăнне палăртнă. Вĕсен чĕлхи (тĕрĕсрех, пĕр тăван диалектсен ушкăнĕ) ханааней чĕлхисене, сăмахран, иврита, çав тери çывăх. Арамейсем нихăçан пĕрлĕ халăх пулса пурăнман, вĕсен хăйсен патшалăхĕ те пулман. Вĕсен чĕлхи, çапах та, аталанса саралса çĕнĕ çĕрсене çитнĕ.
Ассирипе Вавилонире усă курнă аккад чĕлхине улăштарса арамей чĕлхи пĕтĕм Çывăх Тухăçра «лингва-франка» рольне тытса пырать. Арамейла сутăçсемпе элчесем Израильте, Иудейăра пупленĕ. Арамей чĕлхи хăвачĕ Ахеменсен (пирĕн эрăччен VII ĕмĕр — пирĕн эрăччен IV ĕмĕр) тăрăмĕнче ӳсет, вăл империн официаллă чĕлхи пулса тăрать.
Эллада тапхăрĕнчен пуçласа до арапсем çĕнтерсе иличченех (VII ĕмĕр) арамей чĕлхи грек чĕлхипе тан пулса тăрать, ытти семит чĕлхисем вырăнти пуплев шайĕнче юлаççĕ.
Диалектсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арамей чĕлхин пур пуплевĕпе варианчĕсене икĕ пысăк ушкăна уйăрма пулать: анăç арамей (Земля обетованная, Галилей, Дамаск) тата тухăç арамей (вар Сирипе Вавилон). Икĕ диалекчĕн чи нумай çыру палăкĕ еврей çăлкуçĕсенче упранса юлнă: таргумсенче, Иерусалим талмудĕнче (анăç диалекчĕ), Вавилон Талмучĕ (тухăç диалекчĕ). Çак пысăк текстсемсĕр пуçне тĕрлĕ жанрăн пĕчĕк документ, çаплах глосс (урăх чĕлхесене кĕртнĕ арамей сăмахĕсем) чылай. Арамейрен пулса тухнă лексика виçисем хальхи идиш лексикин самай пайне йышăнать. Арамей чĕлхин еврей диалекчĕ идиш çуралса саралаччен тĕп еврей вырăнти калаçăвĕ шутланнă).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирĕн эрăччен II-мĕшпе I-мĕш пинçуллăхсен сыпăнăвĕнче арамей чĕлхи Ирак çумĕнчи хальхи Сири тата Турцин кăнтăр-тухăç территоринче саралнă пулнă. Пĕрремĕш арамей палăкĕсем пирĕн эрăччен IX ĕмĕрте паллă пулаççĕ. Вĕсене хальхи Сири территоринче тупнă.
Хронологи енĕпе арамей чĕлхисене ватă арамей, вăта арамей тата çĕнĕ арамей тапхăрĕсене уйăраççĕ. Лингвистика критерисене çакăн пек тапхăрлас меслете нимĕç арамей тĕпчевçи Клаус -Байер сĕннĕ.
- Ватă арамей тапхăрĕ (пирĕн эрăччен XII век ĕмĕр — пирĕн эрăччен II ĕмĕр), çав шутра:
- импери арамей чĕлхи (пирĕн эрăччен VII—III ĕмĕрсем)
- библи арамей чĕлхи, Библин хăш кĕнеки.
- Иисус Христосăн арамей.
- Вăта арамей тапхăрĕ (II ĕмĕр —1200 ç.), çав шутра:
- сири чĕлхи.
- иудей-арамей чĕлхисем
- Çĕнĕ арамей тапхăрĕ (1200 çултанпа)
Еврейсем усă курнă арамей чĕлхисемпе диалекчĕсен пуххине, вăта арамей тапхăрне часах «иудей-арамей чĕлхисем» терминпа усă кураççĕ пулин те, еврей-арамей чĕлхисем тесе те палăртаççĕ.
Ватă арамей тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирĕн эрăччен IX—VII ĕмĕрсенчи палăксен чĕлхине авалхи арамей чĕлхи теççĕ. Пирĕн эрăччен VII ĕмĕр вĕçĕнче —пирĕн эрăччен VI ĕмĕр пуçламăшĕнче унпа лингва-франка шайĕнче Çĕнĕ Ассири тата Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕсенче усă курнă. Перси империн пирĕн эрăччен VI—IV ĕмĕрсенче официаллă чĕлхине импери арамей чĕлхи теççĕ. Унăн палăкĕсем пĕтĕм Çывăх Тухăçра: Афганистанран Икĕпата çити паллă (тĕслĕхрен, Элефантинăри папирус архивĕ).
Ватă арамей тексчĕсене финики çырăвĕнчен пулса тухнă арамей графикипе çырнă.
Вăта арамей тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]II ĕмĕрте вăта арамей литература чĕлхисем пулса каяççĕ. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвне 1-мĕш пинçуллăхра çитеççĕ, ӳкĕмĕ вара VII—IX ĕмĕрсенче арапсем çĕрсене çĕнтерсе илсе арап чĕлхине пурнăçа кĕртнипе çыхăннă. Çак тапхăрта арамей чĕлхисем анăçпа тухăç ушкăнне уйрăлса пыни питĕ вичкĕн курăнать. Çурçĕр-тухăç Сирипе Месопотамири чи паллă тухăç арамей чĕлхисем:
- классика сири чĕлхи
- вавилон иудей-арамей чĕлхи — вавилон Талмучĕн тата вавилон таргумĕсен чĕлхи;
- классика мандей чĕлхи — мандейсен общинин пуплев тата литурги чĕлхи.
Левантра çак вăхăтра анăç-арамей чĕлхисемпе калаçнă:
- иудей арамей чĕлхи — малтанхи висанти тапхăрĕн Талмуд, мидрашсен тата таргумсен чĕлхи;
- христос арамей чĕлхи — малтанхи висанти тапхăрĕнчи грек чĕлхинчен куçарнă христиан литератури;
- самар арамей чĕлхи — самарсен общинин тĕн литературин чĕлхи.
Пур вăта арамей чĕлхисем 22 сас паллиллĕ алфавитпа усă курнă. Сири тата мандей алфавичĕн уйрăм тĕслĕ графика пулнă, вавилон иудей арамей чĕлхи ватă арамей курсĕвĕнчен пулса тухнă тăваткал шритпа усă курнă. Христос палестина арамей чĕлхи сири çырăвĕпе усă курнă, самар палестина арамей чĕлхинче палеоеврей курсивĕпе çырнă.
Арапсем килсе тухнипе арамей чĕлхин анăçĕ пуçланать. Çапах та пĕтĕм вăтамĕмĕрлĕх тăршшипех арамей чĕлхипе Сирин, Иракăн, Ливанăн чылай çĕрĕсенче калаçнă.
Раввин литературине, сăмах май палăртсан, Вăтамĕмĕрлĕх пĕтĕм тăршшипех, паянкуна çитичченех арамей чĕлхин еврей диалекчĕпе çырнă. Сăмахран, галаха ĕçĕсен чылайăшне йăлапах çак чĕлхере тăваççĕ. Çак литературăна аслă ятарлă пĕлӳ пухнă этеп хĕсмечĕн ĕçченĕсем валли çеç хайланă пирки, арамей чĕлхин социаллă статусĕ ортодокс еврей общинисенче çав тери мăнаç шутланать.
Çĕнĕ арамей тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕнĕ арамей тапхăрĕнче арамей чĕлхисен анăç тата тухăç ушкăнĕсем хăй тĕллĕн аталанаççĕ.
Анăç ушкăнĕ шутне пĕр чĕлхе кăна кĕрет.
- Анăç çĕнĕ арамей чĕлхи — христиансемпе мăсăльмансем хушшинче Сирире, Дамаскран çурçĕрелли виçĕ ялта (Малула, Баха тата Джуббадин) саралнă, кашни ялăн хăйĕн вырăнти калаçăвĕ. Калаçакан йышĕ 1-2 пин çын сыхланса юлнă.
Тухăç ушкăнĕ йышĕнче XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Осман империнче тата Иранра саралнă чылай çĕнĕ арамей чĕлхи кĕнĕ, калаçакансен йышĕ ытларах курд чĕлхисемпе калаçакансен хушинче пулнă: хальхи Турцин кăнтăр-тухăçĕнче, Иракăн çурçĕрĕнче, Иранăн çурçĕр-анăçĕнче тата Сирин çурçĕр-тухăçĕнче. Хăш-пĕр вырăнĕсем Курдистанăн аякри тулашĕнче, тĕслĕхрен, тухăç Эрменире, Азербайджанра, Грузире, Хузистанра тата кăнтăр Иракра пур. Тухăç çĕнĕ арамей чĕлхисемпе калаçакан çынсем конфесси енĕпе Çывăх Тухăçра тĕн сахаллăхĕ шутĕнче пулаççĕ: христиансем, иудейсем тата мандейсем. XX ĕмĕр тăршшипех тухăç çĕнĕ арамей чĕлхипе калаçакан йышĕн чылай пайне е пĕтернĕ, е вĕсен ют çĕре, чи малтанах, Европăна (Швеци, Германи), АПШ-на тата Раççее (Кавказ лешьенĕ çав шутра) тарма тивнĕ. XX ĕмĕр вĕçнелле çĕне арамей чĕлхипе пуплекен халăх йышĕ, хăшпĕр хаклавсемпе, 400 пине яхăн çына çитет. Тухăç çĕнĕ арамей чĕлхисен шучĕ паллă мар. Вĕсем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ:
- туройо чĕлхи тата ăна çывăх млахсо диалекчĕ — Турци кăнтăр-тухăçĕнче (Мардин провинцири Тур-Абдин ту районĕ), çак чĕлхепе 70 пине яхăн çын калаçать (чылайăшĕ Тур-Абдин тулашĕнче, Çывăх Тухăç çĕршывĕсенче те, Европăпа Америкăра та пурăнать);
- çĕнĕ мандей чĕлхи — мандейсен пуплевĕ; Ахваз (Иран Хузистанĕ) калаçăкан темиçе вунпӳ çын юлнă, малтан Иракăн кăнтăрĕнче пулнă;
- çурçĕр-тухăç çĕнĕ арамей чĕлхисем — темиçе вунпӳ чĕлхе кĕрет, калаçăкансем часах пĕр-пĕрне ăнланаймаççĕ; çак чĕлхесен шучĕ XX емĕр тăршшипе геноцида пула тата калаçакан халăх чылаййăн ют çĕре куçса кайнипе самаях чакнă. Çак чĕлхесен пĕрринче — урми çĕнĕ арамей чĕлхинче — XIX ĕмĕрте классика сири чĕлхин лексикине уса кĕртсе (хальхи) ассири е «çĕнĕ ассири» литература чĕлхине туса хунă. Чылай тухăç арамей чĕлхипе пуплекен халăхшăн литература чĕлхи пулса тăрать. Сири графикипе усă кураççĕ.
Типологи пахалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арамай кĕске тексчĕсем паянкуна сахал упранса юлнă, çавăнпа çак арамеистикăн тĕпчев ыйтăвĕсем питĕ йывăр пыраççĕ. Кĕске текстсем чĕлхене палăртма, унăн фонетикипе морфологине, тĕпчеме май параççĕ, анчах та синтаксиспа сăмахсар янттине тĕпченĕ ĕçсенче пулăшу сахал параççĕ. Пысăк та пуян литературăна е иудей-арамей (Кивĕ Халалри Даниилпа Ездра кĕнекисен çуррине яхăн (икĕ талмуд, вĕсене тĕрлĕ диалектсемпе çырнă, Зогар кĕнеки, ăна çырнă вăхăта тăтăшах каярах тапхăра кăтартаççĕ, таргумсем тата галлах раввин литератури) чĕлхипе е сири (Библин Кивĕ тата Çĕнĕ Халалĕсен куçарăвĕсем, чылай христиан литератури, истори хроникисем, поэзи) чĕлхипе хайланă.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арамей чĕлхи 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.