(Translated by https://www.hiragana.jp/)
Сплит — Википеди Контент патне куҫ

Сплит

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сплит (хорв. Split, итал. Spalato) — Хорвати хули.

Далмацири чи пысăк, çĕршыври иккĕмĕш — Загреб — хыççăн хули. Паллă курортсен районĕн тĕпĕ, Адриатика хĕррин тĕп пайĕнче, Задар тата Дубровник хулисем хушшинче вырнаçнă. Хула Марьян çурутравĕнче, Каштела заливĕ тата Cплит канал хушшинче, Мосор ту ура тупанĕнче (чи çӳллĕ тăвĕ — Мосор, 1330 метр) ларать.

2001 çулта кунта 175 140 çын пурăнннă.

Сплит 1700 ытла çуллă историллĕ хула.