(Translated by https://www.hiragana.jp/)
Тĕркс тата Кайкос — Википеди Контент патне куҫ

Тĕркс тата Кайкос

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тĕркспе Ка́йкос (акăл. the Turks and Caicos Islands) — Аслă Британин пăхăнăвлă территорийĕ.

Утравсен административлă тĕпĕ тата чи пысăк хули — Коберн-Таун, Гранд-Тĕрк утравĕнче вырнаçнă.

Территори Атлантика океанĕнче, Пахам утравĕсем архипелагăн кăнтăр тухăç пайĕнче, Гаитирен 144 çм çурçĕрелле вырнаçнă.

Çĕршыв 30 икĕ ушкăнлă утравран пуçтарăнать, анăçри — Кайкос тата тухăçри — Тĕркс. Утравсен пур çĕр лаптăкĕ — 430 çм².

Пĕрмай пурăнакан çынлă ултă утрав кăна: Гранд-Тĕрк, Солт-Кей, Гранд-Кайкос, Ист-Кайкос, Саут-Кайкос тата Провиденсьялес.

Утравсем айлăмлă, тăпри акшарлă. Таврлă шурлăх нумай. Чи çӳллĕ утрав — Провиденсьялес (çӳллĕ тӳпи — 49 м). Утрасене коралл рифĕсем хупăрланă.

Климачĕ тропиклă, пассатлă.

Политикăлла тытăмлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Политикăллă партисем:

  • Прогрессивлĕ Наци партийĕ (ассамблейре 13 вырăн)
  • Халăх-демократилле юхăмĕ (ассамблейре икĕ вырăн)

Утравсене Хуан Понсе де Леоно испан çынĕ 1512 çулта уçнă. Абориген халăхĕ кунта пачах пулман.

Халăх пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ — 22,4 пин çын (2008 , утă тĕлне).

Этнос-расăлăхĕпе: негрсемпе мулатсем — 90 % яхăн, ыттисем — шур ӳтлисем (чылайăшпе акăлчансем, американсем, канадсем).

Чĕлхи — акăлчан (официаллă).

Çурăва пĕлни — 99 %.

Тĕнĕсем: баптист ушкăнĕ 40 %, англикансем 18 %, методистсем 16 %, Турă чиркĕвĕ 12 %, урăххисем 14 %.

Хуçалăхĕ кунта çулçӳревлĕхпе, оффшор ĕç-пуçĕпе тата пулă ĕçĕпе тытăнса тăрать.

Ял хуçалăхĕнче кукурус, пăрçăллисене, тапиока, цитруссене тата пахча урăх çимĕçĕсене ӳстереççĕ.

Экспорта лобстер тата моллюскă яраççĕ.

Канадăпа хутшăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Пĕрлешĕннĕ Патшалăх