Юрă
Юрă — ӳнерĕн пĕр тĕсĕ; анлăн илсен, сăвăласа-кĕвĕлесе калакан хайлавсем.
Чăваш халăх сăмахлăхĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрă – чăваш халăх сăмахлăхĕн чи вăйлă аталаннă жанрĕ. Чăваш халăх сăмахлăхне
Юрăсене ушкăнлас ыйту тĕпчевçĕсене сахал мар тавлаштарнă, çапах пĕр йĕркепе ушкăнлас ыйту патне пырса тухайман. Ӗлĕкрех юрăсене йăла-йĕркепе, ĕçпе, социалла пурнăç тапхăрĕсемпе е йăлисемпе çыхăнтарнă пулсан, халĕ вара ытларах кам юрланине тĕпе хурса классификацилеççĕ. Çапла паянхи кун çакăн пек ушкăнсене палăртма пулать:
- çамрăксен юрри,
- хĕрсен юрри,
- салтак юррисем,
- ĕçкĕ-çикĕ юррисем,
- хăна юррисем,
- ĕç юррисем,
- туй юррисем,
- çăварни юррисем,
- такмаксем,
- Мăн кĕрӳ такмакĕ т.ыт.те.
Юрăсен пĕлтерĕшĕ чăваш халăх сăмахлăхĕнче питĕ пысăк. Юрăра халăхăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕ, савăнăçĕ сăнарланнă. Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, телейшĕн кĕрешме хавхалану кӳрет.