(Translated by https://www.hiragana.jp/)
Юрăçă (вокалист) — Википеди Контент патне куҫ

Юрăçă (вокалист)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Юрăçă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Frank Sinatra
Раççей юрăçĕсем. Марккă çулçи, 1998 çул.

Юрăçă е Юрăç — юрăсене, романссене, арисене тата ытти çавнашкал япаласене юрлакан çын.

Юрăç — юрлакан, юрăпа хăтланакан çын; вокал мусăкне (юрăна, романса, арие, хорта т.ыт. янратаканĕ; мусăка мусăк инструменчĕпе — хăйĕн сассипе — кăларакан мусăкçă.

Юрăç — вокалистăн анлă сарăлнă тĕсĕ.

Жанрсен классификаципе

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мусăк жанрĕпе юрăçсем çапла уйăрăлаççĕ:

Сасăсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Классика мусăкĕпе оперăра сасăна мусăк инструменче пекех пахалаççĕ. Композиторсем çак инструмент валли, юрăçăн ăсталăхне тата сасăн уйрăмлăхне шута илсе мусăк хайлаççĕ.

Тăтăшах юрăçăн сасăн диапазонĕпе арлăхне шута илсе уйăраççĕ. Çак иккĕ критерипе йӳнеçтерсен те чылай ытти тĕрлĕх тупăнать. Кунта улттă тĕп класс палăртнă.

Ытти тĕрлĕхсем — колоритлă сопрано, драма тенорĕ, бас-баритон, бас-буффо. Çавăн пекех хĕрарăм сассин диапозонĕнче юрлакан арçын юрăçсем пур. Çак тĕс сахал пулсан та, халиччен унна усă кураççĕ, сăмахран оперăра.

Барокко мусăкĕнчи чылай рольсене кастратсем (арçын ача чухне вĕсене сасăн мутацине тутарас мар тĕллевпе кастраци операцине тунă) юрлаççĕ. Хальхи вăхăтра çак вокала фальцет юрлавĕн технике алла илнĕ юрăç янратма пултарать. Çакăн тĕслĕ юрăçа сопранист (вăлах контратенор, вăлах арçын альчĕ) теççĕ.

  • Blackwood, Alan. The Performing World of the Singer. London: Hamish Hamilton, 1981. 113 p., amply ill. (mostly with photos.). ISBN 0-241-10588-9
  • Reid, Cornelius. A Dictionary of Vocal Terminology: an Analysis. New York: J. Patelson Music House, 1983. ISBN 0-915282-07-0

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]