(Translated by https://www.hiragana.jp/)
Пукане — Википеди Контент патне куҫ

Пукане

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йывăç пукане, Франци, 1780, Лос-Анджелес музейĕ.

Пукане — пир татăкĕнчен, хутран, йывăçран, фарфортан, пластикран е ытти материалтан тунă çын е чĕрчун сăнарлă япала.

«Пукане» сăмаха ытарса та калаççĕ. В. И. Даль хăйăн ăнлантару сăмахсарĕнче: «Пукане: — яка тумланакан, анчах ухмах та чунсăр хĕрарăм» тесе çырнă.

Пукане тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пуканене этемлĕх авалтанах пĕлет. Евразинчи тупнă пĕрремĕш пуканесене 40 пин çул пама пулать.

Ĕлĕк-авал вĕсем тĕнпе çыхăннă. Халь вĕсем ача вăййинчи тетте, парне е талисман пулса тăнă.

Суту-илÿре пуканесем манекен пулса тăраççĕ. Театрта — актёр-пуканесем тата марионет-пуканесем.

Пукане — ача вăййи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пуканеллĕ хĕрача, Эмиль Мюнье, Франци, 1881.

Тетте-пукане яланах пек çынна е чĕрчуна сăнарлать. Анчах хăшпĕр чух тетте-пукане сăнарламасть, вăл мĕнле те пулсан чăн е шухăшри сăнара палăртать кăна. Тĕслĕхрен, турат (патак), çинче ларса чупакан ачашăн лешĕ ăна лашана асаилтерет.

Пуканесем ача вăййи (тĕрĕссипе каласан, тĕрлĕрен пĕчĕк турăсемпе чÿк е кĕл тумалли япаласенчен пуканесем пулса тăнă) авалхи вăхăтрах пулса тăнă. Калăпăшĕпе вĕсем питĕ те ансат пулнă, çиелтен пăхма е çына, е ытти чĕрĕ чуна сăнарланă е пĕлтернĕ.

Кăсăклă та илемлĕ тетте-пуканесем чылаях кая юлса тухнă. Вĕсене фарфортан, йывăçран е хаклă тимĕрсенчен хатĕрленĕ, çавăнпа та вĕсем хаклă тăнă. Хакне кăштах йÿнетме хăшпĕр пайĕсене пиртен тунă. Тепĕр тесен, ял хĕрачисем вутсуппине çĕтĕкпе çавăрса çыхса ахаль пукане вырăнне шутласа вылянă.

XIX ĕмĕрте те пулсан пуканене илме питĕ пуян çынсем çех туянма пултарнă. Вĕсене юри хатĕрленĕ шкапсенче е пуканен çуртĕнче упранă. Механикаллă пукане вара чăннипех те хаклă япала пулнă. Папье-маше мелĕпе тума пуçласан вĕсен хакĕ чылаях аннă. Тĕрлĕ тĕслĕ пуканесем: калаçаканнисем, йĕрекеннисем, утаканнисем тухнă.

Химипе полимер промыçлăхĕ аталаннă май пуканесене полимертан туса кăларма пуçлаççĕ, тĕрлĕрен тĕслĕ йышлă фабрика мелĕпе кăларма пуçланă. Хальхи пуканесенчен пурте пĕлекеннисем пупссем, Барбипе таврашĕ. Пукане халăхĕ те шутласа кăларнă — Cabbage Patch Kids (купăста йăранĕн ачисем). Хальхи пуканесенчен нумайăшĕ,ытти вăйă теттисем пекех, электронлă хатĕрсем пулаççĕ.

Час-часах пуканесене реклама е сувенир тĕлĕпе тăваççĕ: халăх тумтирĕсемпе, мĕнле те пулсан пулу-илÿн символ-пуканисем (талисманĕсем), тем пысăкăш диснейлендсенчи е лавккари пуканесем.

Нумай çĕршывсенче пуканесене туристсене сутса пысăк тупăш тăваççĕ. Тĕслĕхрен, хăшпĕр япон кокэси текен йывăç пуканесем вĕсен пуçне савăрсан кулăшла сас кăлараççĕ. Испанире, Италире тата латиноамерикан çăршывĕсенче карнавал вăхăтĕнче карнавал тумтирне тăхăнтарнă çын ÿт-пĕвне хутлакан пуканесем сутаççĕ, (хăшпĕр чух сĕмсĕр тутлă та яр уçăллă).

Пукане театр пусми çинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчен кашни кĕтесĕпе çĕршывĕнче хăйсен юратнă пуканипе пукане театрĕ пур: вырăссен Петрушка, акăлчансен Панч, турккăсен Карагёз тата ыт. те.

Актёрсем хăй çине тăхăннă пысăк пуканесем ĕлĕкренпех балагансемпе тата куçса çÿрекен цирксенче пулнă, XX ĕмĕрĕн варринчен диснейлендсенче, каярах уявсенчи театр кăтарувĕсенче, ача-пăча спектакĕлĕсенче хутшăннă. Раççейра С. В. Образцов театрне асăнма кирлĕ. Унăн ачасем валли те, аслисем валли те спектакĕлĕсем пур.

Пукане ÿнер тĕсĕсенче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Яка чиперкке, Париж, 1870.

Пукане ÿнер хайлавĕсен, юмахсен, мультфильмсен паттăрĕсем пулаççĕ.

Çыравлăх хайлавĕсенче пукане час-часах «чĕрĕлсе» тăрать.

Карло Коллодин «Пиноккио çуревĕ. Йывăç пуканен кун-çулĕ» тата А.Толстой çырнă «Ылтăн уçă, е Буратино çуревĕ» тĕслĕхсене аса илме пулать. Тата Гофман юмахĕпе П. И. Чайковскин «Мăйăр катакан» балечĕн сăнарĕ ытти чылай çыравçăсемпе ÿнерçĕсене сĕм панă. Чĕрĕлÿ теми тата икĕ классикăллă балетсенче: франци балечĕ «Коппелия» (1870) тата 1888 çулхи пĕр актлă австри балечĕ «Пуканесен феи» (Die Puppenfee).

Асамлă халăх юмахĕсенче пукане тĕп паттăрăн пулăшаканĕ, (тĕслĕхрен Илемлĕ Василиса юмах. Тен, ку юмахри тĕн йăла-йĕркисем, тăмран, тимĕртен, шăмран е йывăçран тунă пукане фетиш е идол вырăнне пулнă.

Тата пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пукане — ăстаçăсен хайлавĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паянхи кун ал-ĕçĕн уйрăм юхăмĕ— автор пукане хайлавĕ.

Ăна ытларах пĕр экземпляр çех тăваççĕ, тĕншĕн тесен унпа нумай вăхăт тăрмашмалла.

Автор пуканине пăхса киленме кăна хайлаççĕ. Ку тетелте питĕ сарăлнă япала; пиншер çын кăмăлланă ĕçĕн хăйсен пĕрлешÿвĕсенче тăраççĕ, тĕрлĕ мелсен майĕпе тума ансат пулма технологисем шутласа кăларнă.

Ку уйра тĕрлĕ тĕслĕ жанрсем пур (реализм пукани, фантази пукани тата ыт. те).

Юлашки çулсенче автор пукани ÿнерĕ пухăмсемçĕсене кăна мар, ÿнер тĕпчевçисене, интерьерпа тумтир дизайнерĕсене тата архитекторсене те кăсăклантараççĕ. Килте автор пукани пулни хуçисен лайăх тут пулнине палăртать.

Пĕнчере кашни çул пукане ÿнерĕн çĕршер куравĕ иртет.


  • Берстенёва Е. В., Догаева Н. В. Кукольный сундучок. — М.: «Белый город», 2013. — (Моя первая книга). — ISBN 978-5-7793-2030-6.
  • Голдовский Б. П. «Художественные куклы. Большая иллюстрированная энциклопедия». Издательство: Дизайн Хаус, 2009 г., 296 стр. ISBN 978-5-903500-07-9.
  • Горалик Л. Мир Барби // Горалик Л. Полая женщина: Мир Барби изнутри и снаружи. — М.: НЛО, 2005
  • Емялёва Г. Традыцыйныя лялькі ў каляндарнай і сямейнай абраднасці беларусаў (белор.) // Фальклор і сучасная культура : матэрыялы ІІІ Міжнар. навук.-практ. канф., 21—22 крас. 2011 г., Мінск. У 2 ч. Ч. 2. — Мн.: Выд. цэнтр БДУ, 2011. — С. 60–61. — ISBN 978-985-476-946-2.
  • Игрушка. Ея исторія и значеніе. Сборник статей подъ редакцией Н. Д. Бартрам. — М.: Типография И. Д. Сытина, 1912—С.85-139.
  • Каджая Н. Древние славянские символы и их значения // Фальклор і сучасная культура : матэрыялы ІІІ Міжнар. навук.-практ. канф., 21—22 крас. 2011 г., Мінск. У 2 ч. Ч. 2. — Мн.: Выд. цэнтр БДУ, 2011. — С. 9–11. — ISBN 978-985-476-946-2.
  • Котова И. Н., Котова А. С. Русские обряды и традиции. Народная кукла. — СПб.: «Паритет», 2012. — 240 с. — ISBN 978-5-93437-148-8.
  • Лотман Ю. М. Куклы в системе культуры // Лотман Ю. М. Избранные статьи. В 3-х т.т. Т. I. Таллин, 1992, с. 377—380
  • Морозов И. А.. Феномен куклы в традиционной и современной культуре: кросскультурное исследование идеологии антропоморфизма / Российская акад. наук, Ин-т этнологии и антропологии им. Н. Н. Миклухо-Маклая. — М.: Индрик, 2011. — 352 с. — 800 экз. ISBN 978-5-91674-114-8
  • Христова Г.П., Ревнева С.Н. Календарные праздники и обряды Воронежской области // Календарные обряды и обрядовая поэзия Воронежской области. Афанасьевский сборник. Материалы и исследования. — Вып. III / Сост. Пухова Т. Ф., Христова Г. П.. — Воронеж: Изд-во ВГУ, 2005. — С. 7-21.