Сириус
![](https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c6/Sirius.jpg/220px-Sirius.jpg)
Си́риус (лат. Sirius), çаплах Пысăк Йытăри
1844 çулта Фридрих Бессель Сириус йĕкĕр çăлтăр пулĕ тесе шутланă. 1862 çулта Альван Кларк компаньон-çăлтăра асăрханă, ăна Сириус B (кунта B латин саспалли ят панă. Курăнакан çăлтăра хăш чухне Сириус A теççĕ. Икĕ çăлтăрăн 20 а. в. тăршшинче пĕрлехи массăсен центрĕ, çаврăну тапхăрĕ 50 çулталăк патнелле. 1915 çулта Маунт-Вильсон обсерваторинчи астрономсем Сириус B шурă карлик (ку асăрханă пĕрремĕш шурă карлик шутланать) пулнине кăтартнă. Çакăнтан, В Сириус ĕлек А Сириусран çав тери пысăкрах пулнă темелле, çавăнпа эволюци процесĕнче тĕп умлăхыçлăхран тухса ӳкнĕ.
Сириус системин çул ӳсĕмĕ, халĕ тĕпченипе, 230 млн çула майлă (хаклавсен вариацийĕ: 200 - 300 млн. çул). Чи малтанах Сириус системи икĕ шурă-кăвак В спектр класĕнчи çăлтăртан тытăнса тăнă: пĕр компоненчĕн (В Сириус) масси 5 Хĕвел массипе тан, иккĕмĕшĕн (А Сириус) масси — 2 Хĕвео масси. Кайран, 120 млн. çул маларах ĕнтĕ, пысăкрах В Сириус çунса пĕтнĕ те хĕрлĕ гиганта куçнă, тепĕртакран тулаш çийне пăрахнă та хальхи шурă карлик пулса тăнă[1]. В Сириус масси 1,02 Хĕвел массипе танлашать, вăл ткпса палăртнă чи йывăр шурă карликсенчен (çакăн пек шурă карликсен масси 0,5–0,6 M☉) пĕри пулать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Holberg J. B. Sirius: Brightest Diamond in the Night Sky. — Springer — Praxis, 2007. — 250 p. — ISBN 978-0-387-48941-4
- Noah Brosch. Sirius Matters. — Spinger, 2008. — 216 p. — ISBN 978-1-4020-8318-1
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокАванта
не указан текст